Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫӗмӗрле районӗ

Чукун ҫул ҫинчен ӳпӗннӗ вакунсенче кӑмрӑксӑр пуҫне мазут тата чул катӑкӗсем турттаракансем те пулнӑ. Мазут цистерни хӑяккӑн выртнӑран ун анинчен унти шӗвек юхса тухнӑ иккен. Пурӗ 50 тӑваткал метр ҫӗр сиенленнӗ, хӑй цистерни юсавлах.

Чӑваш Ен Элтепӗрӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх Михаил Игнатьева кунти лару-тӑрӑва сӑнасах тӑрать. Пӑтӑрмах вырӑнӗ тӗлне Чӑваш Республикинчи инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитечӗн ертӳҫи Вениамин Петров ҫитнӗ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх пурӗ 100 метр чукун ҫул тата электропередача линийӗн юпи сиенленнӗ. Пӑтӑрмаха сирес тӗлӗшпе пурӗ ҫӗре яхӑн РЧҪ ӗҫченӗ вӑй хурать, 20 яхӑн урапаллӑ техника ӗҫлет. Канашпа Арсамасран 4 юсав пуйӑсӗ килмелле.

Ҫӗмӗрле районӗнчи пӑтӑрмах тунӑ сиене ирхи 4 сехет тӗлне юсаса ҫитересшӗн. Хальлӗхе пуйӑссем Канаш–Красный узел–Арсамас урлӑ пӑрӑнса иртеҫҫӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх пӑтӑрмах тавар пуйӑсӗ юр хыракан составпа сӗртӗнсе ҫапӑннине пула пулнӑ.

 

Паян, кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче, Ҫӗмӗрле районӗнче 207-мӗш тавар пуйӑсӗн кӑмрӑкпа тиенӗ 13 вакунӗ ӳпӗннӗ. Пӑтармах Чулхула чукун ҫулӗн 609-мӗш ҫухрӑмӗнче пулса иртнӗ.

Чӑваш Енри ИӖМ ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх пӗр ҫын та аманман, анчах пуйӑссем ҫӳремелли ҫул икӗ еннеле те юрӑхсӑра тухнӑ. Пӑтӑрмаха сирме Канашпа Арсамасран (Чулхула облаҫӗ) юсавпа тӳрлетекен пуйӑссем тухнӑ та ӗнтӗ.

Кӑмрӑкпа тиенӗ вакунсем мӗнле салтава пула ӳпенни хальлехе паллӑ мар-ха.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i635.html
 

«2011–2015 ҫулсенчи «Хваттер» тӗллевлӗ федераллӑ программӑн «Ҫамрӑк ҫемьесене хваттерсемпе тивӗҫтересси» ҫумпрограммӑна пурнӑҫа кӗртме кӑҫал Ҫӗмӗрлере пурӗ 4 миллион ытла укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Кун пирки хулан официаллӑ сайчӗ пӗлтерет. Ҫак укҫан пӗр пайӗ федераллӑ хыснаран килет (1,3 млн), тепӗр пайӗ — республика укҫи-тенкинчен (1,6 млн), виҫҫӗмӗшӗ — хула пурлӑхӗнчен (1,2 млн). Ҫумпрограмма укҫипе кӑҫал 8 ҫемье ҫӗнӗ хваттерлӗ пулӗ — виҫӗ ҫынран тӑракан ҫемье 453 600 тенкӗ пулӑшӳ илӗ, тӑватӑ ҫынлисем — 604 800 тенкӗ.

Паян вара хаваслӑ тӗлпулу ирттерсе вӗсене субсиди илме май паракан сертификатсене тыттарчӗҫ. Хула администрацийӗн кӑлави С.Н.Новичков ҫамрӑк ҫемьесене ҫак хута тыттарнӑ май пурне те саламларӗ, ҫӗнӗ хваттерсем туянни вӗсене хӑт кӗртме, тӑван хулашӑн кӑна мар, пӗтӗм республикӑн чап-хисепне ӳстерес тесе татах та вӑйлӑрах ӗҫлеме хистессе шанса каларӗ.

Сертификат илнӗ телейлӗ ҫемьесем хула администрацине тав турӗҫ.

Cӑнсем (10)

 

Ӗнер республикӑн хӑш-пӗр районӗсем урлӑ вӑйлӑ ҫил иртнӗ тет. Шупашкар патӗнче, сӑмахран, йӗрӗ те курӑнманччӗ. Шар курнӑ районсем: Ҫӗрпӳ, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Улатӑр, Йӗпреҫ, Шупашкар (пӗлтертӗм ӗнтӗ — Шупашкар ҫывӑхӗнче ҫил нимле сӑтӑр та туман) тата Елчӗк. Ытларах Сӗнтӗрвӑрри районӗ шар курнӑ иккен — ҫилпе пӑр 302 киле сӑтӑр тунӑ, 48 ял (9 000 ҫын) ҫутӑсӑр юлнӑ. Республикӑпа пурӗ 71 ял ҫутӑсӑр юлнӑ, паянхи ир тӗлне вӗсенчен 36-шӗнче ҫутта тавӑрнӑ (тата 35 ялта ҫутӑ тавармалла — пурӗ 3 400 кил).

Инкек курнӑ ҫынсене Правительство хӑвармӗ — ҫӑмӑл кредитсем илме пулӑшӗ, ҫил-тӑвӑл пӗтернӗ тырӑпа ҫӗрулмишӗн укҫа-тенкӗ уйӑрӗ. Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов пӗлтернӗ тӑрӑх пӑрлӑ ҫумӑр Ҫӗрпӳпе Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче 400 тата 1600 гектар лаптӑкра тырра пӗтернӗ.

Малалла...

 

Анат Кӑмаша шкулӗ. Кӑмаша сайтӗнчен илнӗ
Анат Кӑмаша шкулӗ. Кӑмаша сайтӗнчен илнӗ

Тӗнчери кашни халӑхӑн хайӗн тӑван чӗлхи пур. Пирӗн тӑван чӗлхе – чӑваш чӗлхи. Ҫак чӗлхе пур чухне чӑваш халӑхӗ те пур. «Чӗлхе пӗтсен, халӑх пӗтет», — тенӗ И.Я.Яковлев.

Самана улшӑнса ҫӗнелчӗ. Чӑваш чӗлхи те халӑхпа пӗрле хӑйӗн чапне ӳстерчӗ. Чӑваш каччи ҫӑлтарсемпе калаҫрӗ. Петер Хусанкай «Эп — чӑваш ачи» сӑвӑ ҫырса савӑнтарчӗ.

Ҫак сӑвӑран пуҫланчӗ та акан 25-мӗшӗнче Анат Кӑмаша ял вулавӑшӗнче «Тӑван чӗлхе — таса ҫӑлкуҫ» сӑвӑ вулакансен конкурсӗ. Конкурса Анат Кӑмаша шкулӗн пуҫламӑш класӗсенче вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ. Архипов Андриян «Асли ҫук ҫӑкӑртан» (В.Давыдов-Анатри) тата Якимова Анастасия «Эп чӑваш ачи» (П.Хусанкай) сӑвӑсене каласа парса пӗрремӗш вырӑна пайларӗҫ. Иккӗмӗш вырӑна Никитин Денис Ҫеҫпӗл Мишшин сӑввине вуласа йышанчӗ. Морозова Кристина хӑйӗн уҫӑ сассипе Петӗр Хусанкайӑн «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!

Малалла...

 

Ҫурхи кану кунӗсенче Тӑванкас шкул ачисем вӑхӑта савӑнӑҫла та пӗлтерӗшлӗ ирттерме тӑрӑшрӗҫ. Хӑш-пӗри Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗн музейӗнче пулчӗҫ, теприсем юнашар ялти спорт керменне ҫӳрерӗҫ. Вулама юратаканнисем вара ҫыравҫӑсемпе тӗл пулчӗҫ.

Пирӗн тӑрӑхра ҫак кунсенче Дмитрий Суслин хӑнара пулчӗ. Ҫамрӑк ҫыравҫӑ шкулта вӗрентнӗ вӑхӑтрах кӗнеке ҫырмаллӑх вӑхӑт тупать иккен. Ун калавӗсемпе хӑйӗн сайтӗнче паллашма пулать имӗш. Тӗлӗнмелле те, Тӑванкас ачисем сайта тупса ҫыравҫӑн хайлавӗсемпе паллашма та ӗлкӗрнӗ иккен.

Хальхи вӑхатра ку ӗҫ пачах та мул кӳмест пулин теДмитрий Суслин хӑйӗн калавӗсене ятарласа ачасем валли ҫырать. Хайлавсенче хальхи вӑхӑтри ҫамрӑк паттӑрсем ӗлек авалхи хастар улӑпсем евӗр ырлӑхшӑн кӗрешеҫҫӗ, усала ҫӗнтереҫҫӗ.

 

Мухтавлӑ ентешӗмӗр, паллӑ юрӑҫ, Чӑваш АССР халӑх, РСФСР тава тивӗҫлӗ Чӑваш патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Тӑван ҫӗршывӑн вунҫичӗ наградин кавалерӗ Мефодий Иванович Денисов юрӑҫ ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалласа Кивӗ Чукалти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулта асӑну мероприятийӗ пулса иртрӗ. Сӑмах май, вӑл шӑпах ҫак ялти шкулта 1936 ҫулта ҫичӗ класс вӗренсе пӗтернӗ.

Ирпе, уроксем пуҫланичченех, вӗренекенсемпе вӗрентекенсем юрӑҫ хӑй сывӑ чухнех шкула парнеленӗ кассетӑсенчи юрӑсене итлерӗҫ. Тӑхтав вӑхӑтӗсенче ачасем шкулти историпе таврапӗлӳ музейӗнче пулчӗҫ. Ҫак музейра М. Денисов кӗтесӗ пур. Унта сцена ӑсти усӑ курнӑ тумтир, кӗнекесем, ун ҫинчен ҫырнӑ хаҫат-журнал, алҫырӑвӗсем, ытти хаклӑ документсемпе сӑнӳкерчӗксем упранаҫҫӗ. Шкулти ҫамрӑк таврапӗлӳҫӗсем юрӑҫа халалласа стенд йӗркеленӗ, унта ентешӗн пурнӑҫне аван ҫутатса панӑ. Стендпа юнашарах М.Денисовӑн ӑру йывӑҫҫине вырнаҫтарнӑ. Музейри калаҫӑва Анжелина Малеева таврапӗлӳҫӗ ертсе пычӗ.

Уроксем вӗҫленсен ҫамрӑк артистсем акт залӗнче концерт лартса пачӗҫ.

Малалла...

 

Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче тӗнчери пӗрремӗш хӗрарам-космонавт хӑйӗн 75-мӗш ҫулне кӗтсе илчӗ.

Валентина Владимировна Терешкова паллӑ ӑслӑхҫӑ, профессор, ҫӗршывшӑн усӑллӑ 50 ытла ӗҫпе палӑрнӑ. Ҫураласса вӑл Ярославль облаҫӗнчи Масленниковӑра ҫуралнӑ. Хресчен ҫемьинчен тухнӑ хӗр малтанах пир-авӑр хапрӑкӗнче вӑй хунӑ. 1963 ҫулхи ҫу кунӗсенчи вӗҫеве хальхи ҫамрӑксен ытларахӑш пайӗ пӗлмест пулин те хӑй вӑхӑтӗнче ун ҫинчен илтмен ҫын ҫуккӑччӗ те. Валентинӑн «Чайка» (вӗҫеври ячӗ, чӑвашла «Чарлан») карапӗ тӗнче уҫлӑхӗнче виҫӗ талӑка яхӑн пулнӑ.

Чӑвашсемшӗн Валентина пирӗн Андриян Николаевич Николаевӑн мӑшӑрӗ пулнипе хаклӑ. Тӑван енре вӗсем темиҫе хутчен те кил-йышӗпе пулкаланӑ, 1965 ҫулат икӗ талӑк Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхӗнче те хӑналаннӑ.

Чӑваш кинӗ ҫар ӗҫӗпе пысӑк шая ҫитнӗ, генерал-майор пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра та Валентина Терешкова килте лармасть, яланах халӑхпа, яланах ҫӳревре тесен те тӗрӗс пулать пулӗ.

 

З.М. Радева
З.М. Радева

«Халӑх сурсан кӳлӗ пулать», — тенӗ ваттисем. Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхӗнчи Ҫӗнкас ялӗ суйлав кунӗнче пайтах тӗлӗнтернӗ имӗш. Суйлав вырӑнӗ ялтан 2 ҫухрӑмри Турхан ялӗнче вырнаҫнӑран нумайӑшӗ кӑҫалччен унталла-кунталла ҫӳреме ӳркеннӗ, кайман та. Ялта тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ватӑсем кӑна пурӑнаҫҫӗ тесен те йӑнӑш пулмӗ.

Кӑҫал вара, Ҫӗмӗрлӗ районӗн суйлав комиссийӗн пайташӗ Л. Саерова каланӑ тӑрӑх ялти ватӑсем ҫирӗм ҫул каялла хупнӑ халӑх ҫуртне хӑйсемех уҫнӑ, хутса ӑшӑтнӑ, урай-маччине сӗрсе тухнӑ та район суйлав комиссине кӗтме пуҫтарӑннӑ. Ахаль ларман тет тата хӑйсем — сӗтел- пукан илсе килнӗ, апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ, купӑсҫи те тупӑннӑ. Килти сӑра та вӗретнӗ имӗш.

Тата тепӗр савӑнӑҫлӑ тӗлӗнтермӗш пулса иртнӗ Ҫӗнкасрах: ҫак кун тӗлне аякра пурӑнакан хурӑнташсем те тӑван яла ятарласа суйлама килнӗ иккен. Ҫавӑнпа та ют ҫӗршывран суйлава сӑнама килнисем Раҫҫейре суйлав кунӗ туй евӗрлех тенине ҫакӑн евӗр самантсенче питех те ӗненме пулать ӗнтӗ.

 

Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлӗ районӗнчи Тӑванкасри «Тӑванлӑх» тата «Тӑван ен» юрӑпа ташӑ ушкӑнӗсем Кураккасси ялӗнче вырнаҫнӑ ваттисен ҫуртӗнче черетлӗ хӑнара пулнӑ.

Тӑванкас ҫыннисем хӑйсен хурӑнташӗсене манмаҫҫӗ, ҫулсерен темиҫе хутчен кунта килсех тӑраҫҫӗ, юрӑ-ташӑпа, ӑш сӑмахпа, ялти кучченеҫпе хавхалантараҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ, ҫакӑн пек ӗҫе пуҫтарса хатӗрлеме нумай вӑхӑт тата вӑй кирлӗ, пуринчен те пулмасть. Нумайӑшӗ тивӗҫлӗ канура пулсассӑн та юрӑпа ташӑ ушкӑнӗсенче Тӑванкас тӑрӑхӗнчи маттур та хастар хӗрарӑмсем тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсен ертӳҫине, Михаил Яковлевич Тихонова пушшех тав сӑмахӗсем калас килет. Мӗн каччӑранпах ҫак ларма-канма пӗлмен ҫын ялти юрӑпа ташӑ ӗҫне ӗркелесе пырать. Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхӗнче те, Чӑваш Енре те паллӑ купасҫӑ вӑтӑр ҫул ытла ырми-канми ӗҫлет. Михаил Яковлевичӑн кил-йышӗнче пилӗк ҫын, пурте унран юлмаҫҫӗ. Мӑшӑрӗпе, Людмила Васильевнӑпа, виҫӗ маттур ача ӳстерчӗ, тӗрӗс ҫул ҫине тӑратрӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 34, 35, 36, 37, 38, 39, 40, 41, 42, 43, [44], 45, 46, 47, 48
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 22

1780
244
Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ.
1840
184
Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ.
1930
94
Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та